Ял хуҫалӑхӗ
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкар районӗнчи Ишек пасарӗнче пулса курнӑ. Ишекри сутуҫӑсем те чылай ҫӑхавланӑ. Кусем хыҫҫӑн Россельхознадзор пасарта ветеринари лабораторине уҫнӑ. Ишек пасарне кашни канмалли кун фермерсем килсе хӑйсен хуҫалӑхӗнче ҫитӗнтернӗ продукцие сутаҫҫӗ. Ку мел чылайӑшӗшӗн укҫа ӗҫлесе илмелли мел пулнине палӑртмалла. Паллах, сутуҫӑсем тавар пахалӑхӗ лайӑх пулни пирки сӑмах вӗҫҫӗн калаҫҫӗ. Анчах ку ҫителӗксӗр-мӗн. Кашни сутуҫӑ хӑйӗн таварне тӗрӗслемешкӗн ятарлӑ лабораторие пама тивӗҫ. Ҫапла майпа ӑна ветеринари справки параҫҫӗ, тавар ҫине пичет лартаҫҫӗ. Шупашкар районӗнчи чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станцин пуҫлӑхӗ Сергей Ефимов каланӑ тӑрӑх, ярмӑрккӑра тавар сутас тесен ял тӑрӑхӗнчен справка илмелле, унтан участок пайне 2 е 4-мӗш номерлӗ справка илме каймалла. Ишекре ветеринари лабораторине уҫни сутакансемшӗн те, туянакансемшӗн те меллӗ. Унччен ветеринари справки илмешкӗн урӑх района каймалла пулнӑ. Халӗ вара тавара вырӑнтах тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Тӑвай районӗнчи фермерӑн сурахӗ ҫухалнӑ та каялла таврӑннӑ. Анчах суранланнӑ, ҫыртса пӗтернӗ чӗрчуна хуҫа хӑйех сиплеме пуҫланӑ. Сурӑх вилнӗ хыҫҫӑн кӑна кун пирки ветеринарсене пӗлтернӗ. Хуҫа каланӑ тӑрӑх, чӳкӗн 2-мӗшӗнче уйра ҫитернӗ чухне пӗр сурӑх ҫухалнӑ. Вӑл чӳкӗн 10-мӗшӗчченех киле таврӑнман. Таврӑнсан арҫын вӑл суранланнине курнӑ-ха, анчах ветеринарсене хыпарламан. Хуҫа сурӑха хӑй тӗллӗн сипленӗ, ӑна ыттисенчен аякра тытнӑ. Раштавӑн 9-мӗшӗнче чӗрчун улшӑннине туйнӑ — сурӑх япӑх ҫинӗ, тарӑхнӑ. Раштавӑн 12-мӗшӗнче вара вӑл вилнӗ. Раштавӑн 13-мӗшӗнче ветеринарсем сурӑх урнӑ чирпе аптӑранине ҫирӗплетнӗ. Анчах инфекци ӑҫтан лекнине палӑртайман. Халӗ ҫав хуҫалӑха специалистсем тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ, дизинфекци, иммунизаци тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Паян пирӗн республикӑра Приоритетлӑ наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗ иртнӗ. Ял хуҫалӑхне илсен, ҫак отрасль кӑҫал епле аталаннине уйрӑммӑн тишкернӗ. Кӑҫалхи кӑрлач–юпа уйӑхӗсенче ял хуҫалӑх продукцине 32 миллиард тенкӗлӗх туса илнӗ. Пӗлтӗрхи ҫав тапхӑрти ҫакӑ вӑл 3,1 процент нумайрах иккен. Ку отрасле укҫа хывасси нумайланнӑ-мӗн. Инвестицие пӗтӗмпе 6 миллиарда яхӑн хывнӑ иккен. Патшалӑх енчен агропромышленноҫ комплексне 2 миллиард та 450 миллион тенкӗлӗх пулӑшу кӳнӗ. «Ял хуҫалӑх продукцине сутассипе ыйту ҫук. Ун пекки пирки 10, 20, 30 ҫул каялла ӗмӗтленме кӑна пултарнӑ, — тенӗ Чӑваш ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев. — Влаҫ органӗсен ҫӗр ҫинче ӗҫлекенсен, тӗрлӗ харпӑрлӑхлӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсен пулӑшуҫисем пулмалла». Михаил Игнатьев шучӗпе ял хуҫалӑх продукцине сутакансен тавар пирки информацие тӗплӗн пӗлмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Рудольф Гармонистов Муркаш районӗнчи фермер тырӑ акса ӳстернӗ хыҫҫан йӗтӗнпе горчица акма шухӑшланӑ. Кӑҫал Рудольф Гармонистов йӗтӗне пӗрремӗш хут ҫулса илнӗ. Унччен вӑл тыр-пул кӑна акнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, йӗтӗнпе тата горчицӑпа ытларах укҫа туса илме пулать-мӗн. Йӗтӗн ҫӑвӗ Раҫҫейре те, ют ҫӗршывра та паха ҫимӗҫ шутланать. Каяшӗпе биотопливо тӑваҫҫӗ. Анчах йӗтӗне ҫулса кӗртме йывӑр-мӗн. Анчах фермер ку ӗҫе тунӑ, вӑрлӑх та хунӑ. Йӗтӗн япӑх ҫулӑнать — пусма пекех. Фермер ӑна мӗнле ӳстермеллине Тверь облаҫӗнче вӗреннӗ. Унта йӗтӗн ӳстермешкӗн патшалӑх пулӑшу парать. Пирӗн республикӑра вара тыр-пул валли ҫеҫ субсиди пур. Кӑҫал туса илнӗ йӗтӗнпе горчица ют ҫӗршыва ӑсаннӑ. Анчах фермер ҫитес ҫул ӑна Раҫҫейре туянакансем пуласса шанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ҫапларах пӗтӗмлетӳ тунӑ «Интерейтинг» агентство. Фермерсен танлашӑмне (рейтингне) вӗсем федераллӑ округсем тӑрӑх ирттереҫҫӗ. Ку хутӗнче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи лару-тӑрӑва тӗпченӗ. Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх Чӑваш Ен юлашки йӗркене йышӑннӑ — пирӗн республикӑра 13 фермер кӑна юлнӑ пулать (5 ҫултан ытларах ӗҫлекеннисене кӑна шута илнӗ). Агенство пирӗн тӑрӑха унччен ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ ҫын ертсе пынине те палӑртнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑх министрӗ те пирӗн тӑрӑхран-ха. Пирӗнпе кӳршӗлле облаҫсемпе республикӑсене пӑхас пулсан фермерсен йышӗ Чулхула облаҫӗнче чи нумаййи: унта вӗсем 787 таранах. Вӗсем хыҫҫӑн Тутарстан пырать — кунта 281 фермер вӑй хурать. Ҫавӑн пекех Мӑкшӑ республикинче сахал мар — 216 фермер. Ыттисенче: Мари Элте пурӗ 51 фермер, Чӗмпӗр облаҫӗнче — 110. Танлашӑмри вырӑнсене фермер хуҫалӑхӗсене ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе танлаштарса йӗркеленӗ. Чи ҫӳллӗ вырӑна йышӑнакан Ӗремпур облаҫӗ ку тӗлӗшпе 2,07 пухнӑ — фермер хуҫалӑхӗсем вӑл тӑрӑхра пысӑк ял хуҫалӑх предпритисен шутӗнчен икӗ хут кӑна сахалрах. Пирӗн тӑрӑхра вара 50 хут патнелле — 49,92. Ял хуҫалӑх предприятисен йышӗ пирӗн патра 649 иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшса ырӑ ята тивӗҫнисенчен пӗри Сергей Павлов министрпа тата Михаил Игнатьев Элтеперпе Кун пирки Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен уявӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев палӑртса хӑварнӑ. Уявӗ юпан 31-мӗшӗнче иртессине эпир пӗлтернӗччӗ. «Иккӗмӗш ҫӑкӑр» ҫинчен калас тӑк, асӑннӑ культура пирки паян татса памалли ыйтусене хускатнӑ май чарӑнса тӑнӑ. Хӑш-пӗр хуҫалӑхра кредит та илнӗ, ҫӗрулмие упрама хранилище те тунӑ. Паян ҫак культура аван хакпа сутӑнать. Пысӑк хуҫалӑхсен, Игнатьев шучӗпе, ҫӗрулмипе ҫине тӑрсарах ӗҫлемелле, ҫулталӑкра 1 миллион тонна туса илме ӑнтӑлмалла. Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫ укҫи шайне ӳстермеллине те палӑртнӑ. «Паян мӗнпур ял хуҫалӑх продукцийӗ тивӗҫлӗ хакпа сутӑнать, пӗчӗк ӗҫ укҫи отрасль аталанӑвне такӑнтарать», — тесе шухӑшлать иккен Элтепер. Кирек епле уяври пекех пысӑк шайри наградӑсемпе те чысланӑ. «Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Елчӗк районӗнчи «Комбайн» кооперативри Владимир Анисимов электрогазосварщик, Ҫӗрпӳ районӗнчи «ВДС» тулли мар яваплӑ обществӑри Изосим Романов, Патӑрьел районӗнчи «Малалла» эртелти Николай Филиппов тракторист тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Республикӑн ял хуҫалӑх отраслӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсене юпан 31-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура саламлӗҫ. Календарьпе пӑхсан професси уявӗ юпан 12-мӗшне килчӗ-ха кӑҫал. Анчах ҫӗр ҫинче тимлекенсем хирти ӗҫсене вӗҫлемесӗр кӗрекене нихӑҫан та пуҫтарӑнман. Кӑҫал та ҫаплах. Уяв Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртӗ. Театрӑн фойинче тирпейлекен предприятийӗсен апат-ҫимӗҫӗн куравне йӗркелӗҫ. Туянас текенсем илме пултарӗҫ. Уява районсенчи малта пыракан механизаторсем, хирте ӗҫлекенсем, дояркӑсем тата ыттисем пухӑнӗҫ. Ял хуҫалӑхӗнчи тата тирпейлекен промышленноҫри ӗҫ-хӗле республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов пӗтӗмлетӗ. Малта пыракансене тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе, хаклӑ парнесемпе хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ҫӗрпӳ районӗнче виҫӗ ҫул каялла агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсен районти канашне йӗркеленӗ. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Юрий Федоров ертсе пырать. Ял хуҫалӑх отраслӗн ветеранӗсемпе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Атаманов тӑтӑшах тӗл пулнине пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ҫывхарнӑ май Сергей Геннадьевич хисеплӗ ватӑсемпе курнӑҫнӑ. Хисеплӗ ватӑсене ҫамрӑк пуҫлӑх Тав хучӗсемпе чысланӑ. Ку хисепе тивӗҫнисем: Николай Андреевич Андреев, Анатолий Стефанович Анисимов, Анатолий Васильевич Баннов, Василий Иванович Басов, Владимир Степанович Михайлов, Лев Дмитриевич Михайлов, Игорь Емельянович Никифоров, Зоя Пантелеймоновна Спиридонова, Маргарита Филипповна Фадеева, Евгений Федорович Федоров, Александра Сергеевна Федорова, Юрий Егорович Федоров, Виталий Иванович Юрьев, Анатолий Павлович Воронцов. Сергей Геннадьевич ветерансем умӗнче пуҫ тайнине палӑртнӑ, сывлӑх суннӑ. Сӑнсем (23) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Элтеперӗн Тав сӑмахне тивӗҫнӗ дояркӑсем Михаил Игнатьевпа тата Сергей Павлов ял хуҫалӑх министрӗпе Ӗнер Шупашкарти «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче Сӗт фестивалӗ иртнӗ. Кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш ҫул иртекен мериоприятие республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви ирттерет. Фестиваль ача-пӑчашӑн та, аслисемшӗн те кӑсӑклӑ пултӑр тесе тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ. Сӑмахран, ҫынсем 72,5 процентлӑ услам ҫӑва тата 2,5 процентлӑ турӑха ас тивсе пӑхма пултарнӑ. Мероприятие республикӑри сӗт-ҫу туса илекенсемпе пӗрлех тӗрлӗ шайри тӳре-шара хутшӑннӑ. Кашни ӗнерен 7 пин килограмм сӗт суса илнӗ дояркӑсене вара Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Тав хучӗсем тата сехет парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Етӗрне районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗ хатӗрлекен аш-какайра листери йышши бактери тупнӑ. Тутарстанри регионсем хушшинчи ветеринари лабораторийӗн специалисчӗсем Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ ярса панӑ ӗне ашне тӗрӗсленӗ. Лаборатори тӗпчевӗ какайра, «Родина» ял хуҫалӑх предприятийӗ хатӗрлекенскерте, сывлӑхшӑн сиенлӗ листери бактери тупнине ҫирӗплетнӗ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, ку бактерисем инфекци чирне — листериоза — пуҫараҫҫӗ. Ку ҫыншӑн та, чӗрчуншӑн та хӑрушӑ. Листериозпа ытларах сурӑхсем, мӑйракаллӑ шултра выльӑх, сыснасем, лашасем, кроликсем, чӑхсем, кӑвакалсем, кӑрккасем чирлеме пултараҫҫӗ. Листери бактери предприятире дезинфекцилемелли материалсем ҫукран е урая шӑши таврашӗ тасамарлатнӑран ӗрчеме пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |